Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕр улми лартса пĕтернĕ

Районта çĕр улми лартас ĕç вĕçленчĕ. Ку культура пĕтĕмпе 903 гектар йышăнать. “Журавлев” хресчен-фермер хуçалăхĕнче çĕр улми 250 гектар, “Исаев” хуçалăхра - 200, В.Узянов хуçалăхĕнче - 95, “Возрождение” - 90, “Звезда” хуçалăхра 50 гектара яхăн лартрĕç.

“Журавлев”, “Исаев”, В.Узяновăн хресчен-фермер хуçалăхĕсем пахча çимĕçсем  акса-лартассипе ĕçлеççĕ. Купăста 5 гектар лартнă.

Калчасене пăхса ÿстерессипе  ĕçсем сарăлса пыраççĕ. Тĕш тырă культурисен уйĕсене имçамлассине “Новый путь”, “Алмаз” хуçалăхсенче лайăх  йĕркеленĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 мая 2008
00:00
Поделиться
;