Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чи нумай пурăнакансем

Мăн Вылă ял тăрăхне виçĕ ял кĕрет, вĕсенче пурĕ 1249 çын пурăнаççĕ. Çирĕккассинчи виçĕ ача амăшĕ, ĕç ветеранĕ, тăлăх арăм тата тыл ĕçченĕ Матрена Андреевна Андреева ку тăрăхра чи нумай пурăнакансен шутне кĕрет. Вăл 1911 çулта апрелĕн 8-мĕшĕнче çуралнă. Иртнĕ уйăхра кинемей 97 çул тултарчĕ. Матрена Андреевна ĕмĕрĕпех тăван хуçалăхра тăрăшнă.

 Ĕмĕр вăрăмĕшпе иккĕмĕш вырăнта Мăн Вылăра пурăнакан Пелагея Никитична Борцова тăрать. Вăл та тыл ĕçченĕ, тăлăх арăм, ĕç ветеранĕ, 1913 çулхи апрелĕн 27-мĕшĕнче кун çути курнă.

Арçынсенчен чи нумай пурăнакансен шутне Мăн Вылăри Арсений Ефимович Ефимовпа (майăн 31-мĕшĕнче 93 çул тултарать) Ефрем Андреевич Вашуркина (91 çулта) кĕртмелле.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 мая 2008
00:00
Поделиться
;