Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Фестиваль пултаруллисене тупса

Хаклă ентешĕмĕрсем!   Раççей Федерацийĕн  культура  Министерствин  патшалăх  политикин  Департаменчĕ ( директорĕ  Ю.А.Шубин), Патшалăхăн Раççей халăх пултарулăх çурчĕ (директорĕ Э.С.Кунина), Мускаври чăваш наципе культура автономийĕ (председателĕ А.И.Григорьев), Мускав хулинчи “ГОЛД МЬЮЗИК” компанин генеральнăй директорĕ (директорĕ А.И.Иванов) ячĕпе сире пурне те саламлатăп.

аççей халăхĕн нумай нациллĕ культурипе йăли-йĕркисене сыхласа хăварасси тата аталантарасси патшалăх политикин культура сферин аталанăвĕнчи приоритетлă енĕсенчен пĕри пулса тăрать. Юлашки çулсенче Раççей культура Министерстви культурăпа кану учрежденийĕсен ĕçне-хĕлне хавхалану кĕртессипе тата халăх пултарулăхне аталантарассипе сахал мар ĕç туса ирттерчĕ. Финанс тĕлĕшĕнчен пулăшу панипе Раççейре çулсерен вуншар, çĕршер çĕр-шыв шайĕнчи, регионсем хушшинчи  фестивальсем, смотрсем, конкурссемпе куравсем пулаççĕ. Çакăн йышши мероприятисем Раççейри пĕтĕм халăх культурине тата çÿлерех çĕклеме май параççĕ.

Тăван çĕр-шывăн патриочĕ шутне кĕнĕ май эпĕ Элĕк районĕн çеç мар, Чăваш республикин культурăри çитĕнĕвĕсемпе те кăсăкланатăп. Кунта Чăваш Енре пурăнакансен пурнăçне лайăхлатассине, культура шайне ÿстерессине шута илсе ĕçлеççĕ.

Регионсем хушшинчи чăваш эстрада юррисен   “Виръял шевлисем” фестивалĕ   вăл пултарулăхри пуçарусен асамлă тĕнчи. Вун виçĕ çул хушшинче фестиваль пирĕн республикăра кăна мар, унăн тулашĕнче те анлă сарăлчĕ. Юлашки çулсенче вăл хăйĕн ырă йăли-йĕркисем тĕлĕшĕнчен, хăйнеевĕрлĕхĕпе, çĕнĕ пуçарусемпе пуянланчĕ. Ман шутпа, фестивале чи пултаруллă юрăçсем, пысăк хăнасем, эстрада искусствине  хаклама пĕлекенсем хутшăнаççĕ. Вĕсене хавхалантарас тесе “ГОЛД МЬЮЗИК” компанин генеральнăй директорĕ тĕп приз - пиллĕк пин тенкĕлĕх Гран-при хатĕрленине кăмăлтан пĕлтеретĕп. Çавăн пекех  çĕнтерÿçĕне Мускаври студинче фонограмма çыртарма чĕнет. Мускаври чăваш наци культурин автономийĕ наци тата патриотла тематикăна хускатакан чи лайăх юрăшăн ятарлă приз (DVD) хатĕрленĕ. Конкурсантсене ăнăçу сунатăп.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 мая 2008
00:00
Поделиться
;