Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Юлашки шăнкăрав

ЙĂЛКĂШ. Май уйăхĕн 24-мĕшĕнче тăван шкула хавхаланса пырса кĕтĕмĕр. Кашнин сăн-пичĕ савăнăçпа çиçрĕ. Пысăк уяв-çке - вун пĕрмĕшсемпе сывпуллашатпăр. Пурĕ çирĕм иккĕн вĕсем: вун ултă яш тата ултă хĕр.

юлашки шăнкăрав кунĕнчи виçĕ урок тем хушăрах иртрĕç. Хыççăн класăн-класăн шкулăн иккĕмĕш хутне савăнăçлă линейкăна вырнаçса тăтăмăр. Акăлчан чĕлхине вĕрентекен В.Г.Запасова тухрĕ те уяв мероприятийĕ пуçланни çинчен пĕлтерчĕ. Шкул директорĕ А.А.Степанов вун пĕрмĕшсене пурнăçра ăнăçу сунчĕ. Хыççăн ыттисем ăшă сăмахсем каларĕç.

Чи хумхануллă самант та çитрĕ. Юлашки шăнкăрава вун пĕрмĕш класри Артур Иванов тата пĕрремĕшĕнчи Лилия Щур янăраттарчĕç. Хыççăн вун пĕрмĕшсем шкулти кашни ачапа алă парсах сывпуллашрĕç

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 мая 2008
00:00
Поделиться
;