Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕнелет автопарк

Çулталăк пуçланнăранпа районти ял хуçалăх таварĕ туса кăларакан 5 хуçалăх 20 миллион ытла тенкĕлĕх машинăпа трактор туяннă. Акă, “Новый путь” кооператив выльăх апачĕ хатĕрлемелли “Марал-125” комбайн, “КамАЗ” автомашина, культиватор, сеялка тата сÿре агрегачĕ илнĕ. Г.Исаевăн фермер хуçалăхне тĕш тырă пухса кĕртмелли “Полесье” комбайн, фрезер культиваторĕ, çĕр улми лартмалли “Гримме” комбайн “килсе çитнĕ”. В.Журавлев фермер вара “Миксер” культиватор тата йăран тумалли “Гримме” агрегат туяннă. Вĕсенчен С.Волков фермер та  юлман - халĕ унăн хуçалăхĕнче “Агротон” йышши трактор пур.

Туяннă техникăпа пурте тухăçлă усă кураççĕ. Çĕнĕ машинăсемпе тракторсем туянас кăмăллисенчен заявкăсем татах та йышăнаççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
07 июня 2008
00:00
Поделиться
;