Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Грант çĕнсе илнĕ

Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин хушăвĕ тăрăх февралĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 30-мĕшĕччен республикăри шкулсем хушшинче грантсен конкурсĕ иртрĕ. “Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисенче кĕçĕн классенчех информатикăна вĕрентессипе грант пулăшăвĕ парасси” тĕллевлĕ ĕçпе Элĕк шкулĕ 50 пин выляса илчĕ. Муркаш районĕнчи Калайкасси шкулĕ те çак тематикăна суйласа илсе гранта тивĕçнĕ. Конкурса тăратнă 103 проектран элĕксем çĕнтерÿçĕ шутне кĕни - пысăк çитĕнÿ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
07 июня 2008
00:00
Поделиться
;