Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Павловсем – чи лайăх çемье

Çемье çулталăкĕ пулнине тĕпе хурса Шупашкарта “Çамрăк çемье - 2008” ятпа фестиваль иртрĕ. Республикăри районсенчи вун çичĕ çемье Я.Ухсай ячĕллĕ культура çуртне пухăнчĕç. Çамрăк çемьесене пĕр-пĕрин ăсталăхĕпе, пултарулăхĕпе паллаштарас тĕллевпе ятарласа хатĕрлесе килнĕ презентаципе паллаштарчĕç. Пирĕн район чысне Йăлкăш ял тăрăхне кĕрекен Тимĕрçкассинче пурăнакан Павловсем хÿтĕлерĕç. Спорта юратакан, çĕр ĕçĕпе ĕçлеме  ÿркенмен  мăшăрсем районта иртнĕ конкурсра мала тухнăччĕ. Республикăри фестивальте те Павловсем çемьере туслăхпа килĕшĕве хакланине, ĕç пурнăç тыткăчи пулнине тепĕр хут ĕнентерчĕç. Любовьпа Алексей Павловсем “Чи нумай ачаллă ĕçчен çемье” номинацире çĕнтерÿçĕсем  пулса тăчĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
07 июня 2008
00:00
Поделиться
;