Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Юрă юрласа парне парнеленĕ

Раççейĕн тĕп хулинче - Мускавра, Курав центрĕн лапамĕнче чăвашсен йăлана кĕнĕ Акатуйĕ питĕ хаваслă иртнĕ. Унта пирĕн ентешсем те хутшăнма тивĕçнĕ. Камсем-ха вĕсем; Паллах, чи пултаруллисем: Оля Семенова тата Светлана Иванова. Иккĕшĕ те “Виръял шевлисем” эстрада юррисен фестивалĕнче мала тухса Гран-при премие çĕнсе илнĕччĕ.

“Акатуй-2008” юрă фестивалĕнче Светланăпа Оля район пуçлăхĕ А.Платонов çырнă тав çырăвне Мускаври чăваш наци культура автономийĕн ертÿçинее А.И.Григорьева панă. Вĕсем çавăн пекех юрă  шăрантарнă.

 

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
07 июня 2008
00:00
Поделиться
;