Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Библиотекарьсен йăхĕнчен

Ураскилт салинчи Козловсен йăхĕ библиотека ĕçченĕсемпе йышлă пулнипе палăрать. Кунти культра вучахне Анатолий Козлов чĕртнĕ. Ун чухне, 1960 çулсен пуçламăшĕнче, салара вулав çурчĕ кăна пулнă. Толя кĕнекесем вулама юратнине пĕлсе ял çыннисем ăна вулав çуртĕнче ĕçлеме сĕнеççĕ. Килĕшет 22-ри çамрăк, культура ĕçне пуçăнать. Йĕкĕт хут купăс, баян ăста каланă, юрлама та маттур пулнă. Ял çамрăкĕсем вулав çурне ушкăнĕ-ушкăнĕпе çÿренĕ. Анатолий тĕрлĕ хаваслă мероприяти йĕркеленĕ: кĕнекесене сасăпа вуланă, çĕнĕ литературăна тишкернĕ, вулав конференцийĕсемпе уявсем ирттернĕ.

1961 çулта çĕнĕ клубра библиотека уçăлать. Пултаруллă çамрăка клуб заведующине çирĕплетеççĕ, библиотекăра ĕçлеме унăн йăмăкне Тамарăна шанаççĕ. Ун чухне хĕр тин çеç вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Библиотекăн çамрăк ертÿçине малтанлăха çăмăлах пулман - кĕнекесемпе ытти хатĕр-хĕтĕре çĕнĕ вырăна куçармалла, каталогсемпе картотекăсем йĕркелемелле, вулакансемпе тачă çыхăну тытмалла. Чăнах та, ку ĕçре ăна пиччĕшĕ пулăшса пынă. Тамара Степановна библиотека заведующийĕнче икĕ çул ĕçлет те педагогика институтне вĕренме кĕрет. Библиоткăра Анатолий Степановичăн мăшăрĕ Раиса Порфирьева ĕçлеме тытăнать. Вăл каярах «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçет. Унăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ библиоткăпа 40 çула яхăн уйрăлми çыхăннă.

Библиотекăра ырми-канми тăрăшнипе пĕрлех Раиса Порфирьевна общество ĕçĕсене те пурнăçланă. Вăл ĕçлекен библиотека 14 çул республикăри чи лайăххисенчен пĕри шутланнă.

1995 çулта Раиса Порфирьевна тивĕçлĕ канăва тухать, ун вырăнне кинĕ ĕçлеме тытăнать. Çĕнĕ ертÿçĕ хунямăшĕн ырă йăлисене малалла тăсать. Акă паян Ураскилт библиотеки тавра пĕлÿ ĕçне сарассипе ыттисемшĕн опыт бази шутланать. Раиса Порфирьевна вара ялти ветерансен канашне ертсе пырать.

 



"Хыпар"
10 июня 2008
00:00
Поделиться
;