Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Арсын ачасем

Çу уйăхĕнче 14 пепке çуралнине шута илчĕç район администрацийĕн ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем. Иртнĕ уйăхра 11 арçын ачапа 3 хĕр ача çут тĕнчене килнĕ. Хăйсен “кайăкĕсене” ашшĕ-амăшĕ ытларах Дмитрий, Никита, Павел, Елена, Ксения, Софья ятсем пама кăмăлланă.

7 çемьере пирвайхи ача кун çути курнă, иккĕмĕш пепке - 5 çемьере, 1-ер çемьере - виççĕмĕш тата тăваттăмĕш ачасем.

Иртнĕ уйăхра 28 çын - 11 арçынпа 17 хĕрарăм леш тĕнчене ăсаннă (пĕлтĕрхинчен 6 çын нумайрах). Арçынсен вăтам пурăнаслăхĕ каллех сахалтарах - 59 çул, хĕрарăмсен 77 çул.

Çу уйăхĕнче 4 мăшăрланăва шута илнĕ, 1 мăшăр пĕр-пĕринчен уйрăлас тенĕ, пĕлтĕр 2 мăшăр уйрăлнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 июня 2008
00:00
Поделиться
;