Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Йекерешсен уяве

Ача çурални - паллă та савăнăçлă пулăм. Çапах та çут тĕнчене йĕкĕрешсем килни пушшех те савăнăçлă тата тĕлĕнмелле те.

Çемье çулталăкне халалласа Татмăш вăрманĕн уçланкинче “Йĕкĕрешсен парачĕ” иртнĕ. Йĕкĕрешсем килнĕ çемьесене çапла уявласа чысласси - районта пĕрремĕш хут-ха.

ЗАГС пайĕн начальникĕ М.Николаева çапла пĕлтерет: “Çав кун пирĕн пата 10 çемье килчĕ. Чи кирли вара - кашнийĕнчех пĕр-пĕринчен нимĕнпе уйăрма çук йĕкĕрешсем пурри”. ЧР Сывлăха сыхлас тата социаллă аталану министерствин социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Г.Григорьева каланă тăрăх, уява 4-16 çулсенчи 10 мăшăр-йĕкĕреше, вĕсен ашшĕ-амăшне, асаннĕшĕсемпе аслашшĕсене, пиччĕшĕсемпе аппăшĕсене чĕннĕ.

Уява йĕркелекенсем пурин валли те хаваслă конкурссем, викторинăсемпе эстафетăсем шухăшласа тупнă. Çав кун пĕр ача та парнесĕр юлман.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 июня 2008
00:00
Поделиться
;