Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ачисем ашшĕн хуттинче

Ю.Александрова Юнтапа тăрăхĕнче пурте пĕлеççĕ. Аслă пĕлÿллĕ специалист çар служби хыççăн “Звезда” хуçалăхра зоотехникра ĕçлеме пуçлать. Ĕçчен çамрăка тÿрех асăрхаççĕ, 1989 çулта ăна Юнтапа ял администрацийĕн председателĕн  ĕçне шанса параççĕ. Пурнăç тĕшшине туйса илсен авланма та вăхăт. Мăшăр пулассине Ассакасси ялĕнче тупнă вăл. Çемье çавăрсан кирпĕч пÿрт çĕкленĕ. Юратнă мăшăрĕ Мальвина сутуçăра ĕçленĕ. Вун пĕр çул шăкăл-шăкăл пурăннă хыççăн ăнсăртран çемье телейĕ татăлнă. 2002 çулхи декабрь уйăхĕнче çамрăк хĕрарăмăн куçĕсем ĕмĕрлĕхех хупăннă. Вунă çулхи Зойăпа пиллĕкри Алешăшăн Ю.Александров ашшĕ те, çав вăхăтрах амăшĕ  вырăнĕнче те юлать. Хĕрĕпе ывăлĕ вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пырса ашшĕне савăнтараççĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 июня 2008
00:00
Поделиться
;