Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хисепе тивĕсне

 

Йăлана кĕнĕ тăрăх çĕртме уйăхĕн виççĕмĕш вырсарни кунĕнче çĕр- шывра медицина ĕçченĕсен кунне паллă тăваççĕ. Сывлăх сыхлавçисен професси уявĕ умĕн К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче савăнăçлă пуху иртнĕ. Унта пирĕн районти ĕçре палăрнă медицина ĕçченĕсем те хутшăннă. Медицинăра чылай çул вăй хунăшăн тата çитĕнÿсемшĕн Элĕк районĕн тĕп больницин медицина сестрине Ю.Сергеевăна “Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” ятпа чысланă. Ураскилтри пĕтĕмĕшле практика врачĕ Р.Малинова хăйĕн специальноçĕпе республикăра кăçал чи лайăх сиплевçĕ пулса тăнă. Çавăн пекех Вырăс Сурăмĕнчи фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлекен  З.Филиппова та парнене тивĕçнĕ. Çĕнтерÿçĕсене дипломсем, хаклă парнесем панă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 июня 2008
00:00
Поделиться
;