Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вĕренекенсем - лагерьсенче

 

Ачасен çуллахи тапхăрти ĕç-хĕлне, канăвне кирлĕ пек йĕркелес тĕллевпе шкулсен базисем  çинче лагерьсем ĕçлеççĕ. Сывлăха çирĕплетме май паракан лагерьсем 13, вĕсенче 919 ача. Профильлĕ 4 лагерьте 44 ача. Ĕçпе кану лагерĕсем 9, вĕсене 257 ача  çÿрет. Шкул çумĕнчи лагерьсем июнĕн 2-мĕшĕнчен пуçласа 19-мĕшĕччен ĕçлеççĕ. Сывлăха çирĕплетес тĕллевлĕ лагерьсене çулленех ачасен 40 процентне явăçтараççĕ. Районĕпе илсен, 1-8-мĕш тата 10-мĕш классенче вĕренекен ачасем 2247 шутланаççĕ, вĕсенчен 1220-шĕ (54,3 процент) шкул çумĕнчи лагерьсенче канать.

Лагерьсенче хавхалануллă, пĕлĕве ÿстерме май паракан, сывлăха çирĕплетес тĕллевлĕ тата профилактика мероприятийĕсем ирттереççĕ. Ачасем шкул çумĕнчи участоксенче вăй хураççĕ, юсав ĕçĕсенче тимлеççĕ, экскурсире пулаççĕ, эмел курăкĕсем пухаççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 июня 2008
00:00
Поделиться
;