Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ачасем лагерьте

Районти ачасен сывлăхне çирĕплетесси, çуллахи каникул вăхăтне усăллă та интереслĕ ирттерме пулăшасси çине социаллă страховани фончĕ питĕ пысăк тимлĕх уйăрать. Çĕртме уйăхĕнче «Ильинский» лагерьте районти 25 ача канчĕ, тепĕр иккĕн «Салютра» сывлăхĕсене çирĕплетрĕç. Çавăн пекех медицина пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх сывлăш çулĕсен чирĕсемпе, ал-ура сыпписем ыратнипе аптракан тăватă ача «Чайка» санаторинче сипленчĕç. Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕпе утă уйăхĕн 15-мĕшĕччен «Ильинский» лагерьте иккĕмĕш смена ĕçлет. Çак тапхăрта тепĕр 10 ача тĕрлĕ вăйă-конкурссене хутшăнса вăхăта интереслĕ ирттерĕ. Çавăн пекех асăннă лагере виççĕмĕш сменăна кайма путевкăсемпе тивĕçтеретпĕр, бюджет системинче шутланакан предприятисемпе организацисенчен заявкăсем йышăнатпăр.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
02 июля 2008
00:00
Поделиться
;