Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Курав

Изобретательпе рационализатор  кунĕ тĕлне Элĕкри литературăпа краеведенени музейĕнче  “Пирĕн паллă ăславçăсемпе рационализаторсем” ятпа курав йĕркеленĕ, 3 стенд хатĕрленĕ.

Пĕрремĕшĕнче 1937 çулта Шĕнтреш ялĕнче çуралнă Гурий Николаевич Степанов пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне сăнланă. Хăйĕн ĕç стажне ЧР тава тивĕçлĕ изобретателĕ “Татэлектромонтаж” тресчĕн Чăваш монтаж управленийĕнче пуçланă. Чăваш патшалăх университетĕнче куçăн мар майпа пĕлĕвне ÿстернĕ çамрăк электромонтажник ĕçне кÿлĕннĕ, каярахпа тĕрлĕ çĕрте тăрăшса ăсталăхне туптанă.

1990 çулта  Г. Степанов СССР Пултарулăх Академийĕн экологи проблемисен центрĕнче ĕçленĕ, унăн директорĕ пулнă. Куравра авторăн виçĕ свидетельствипе, 4 пуçару патенчĕпе, пĕтĕм тĕнчери курав дипломĕпе паллашма пулать.

Иккĕмĕш стенда Тавăт ялĕнче çуралнă Е. И. Соломкина халалланă. Вăл ЧР, РФ тава тивĕçлĕ строителĕ.

Куравра çавăн пекех Синерте çуралнă И. В. Васильев ĕçĕсемпе те паллашма пулать.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
02 июля 2008
00:00
Поделиться
;