Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ÿсен-тăрана упрĕ

Çитес вăхăтра Элĕк районĕнче «Сорминский» çут çанталăк заказникĕ уçăлать. Республикăра вăл 14-мĕш пулĕ. Проект йышăнăвне çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче ЧР Министерствисен Кабинечĕн ларăвĕнче çирĕплетнĕ. Ăна йĕркелекенсен йышĕнче – И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕсем, Чăваш ял хуçалăх академийĕ. Заказникăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ – 61,5 гектар. Ăна çут çанталăка, ÿсен-тăрана сыхласа хăварас тĕллевпе йĕркеленĕ. Палăртнă вырăнта ÿсен-тăранăн (вăрматни, шыв-шурти, улăхри) тĕрлĕ тĕсĕ çитĕнет, ЧР Хĕрлĕ кĕнекине кĕнисем те пур.

Çак комплекса уйрăмах вăйлă сыхлакан территорисен шутне кĕртни заказникри ÿсен-тăрана упрама, сиенленнĕ ландшафта вăй илме май парать.

 



"Хыпар"
03 июля 2008
00:00
Поделиться
;