Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленеççĕ

Районти вĕрентÿ, социаллă аталану, çамрăксен политикин тата спорт управленийĕ 2008-2009 вĕренÿ çулне хатĕрленсе шкул директорĕсем, патшалăх пушар надзорĕн тата Роспотребнадзорĕн сотрудникĕсем канашлусем ирттернĕ.

Кашни шкултах пÿлĕмсенче косметикăллă юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Вĕсене вĕрентекенсемпе пĕрле ытти ĕçченсем те хутшăнаççĕ. Строительство материалĕсене туянма вĕренÿ учрежденийĕсем хăйсен укçи-тенкипе усă кураççĕ.

Паянхи куна юсав ĕçĕсене Юнтапа, Вутлан, Тавăт шкулĕсенче пурнăçланă. Район пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн шкулсем çĕнĕ вĕренÿ çулне епле хатĕрленнине тĕрĕслекен комисси утă уйăхĕн 21-25-мĕшĕсенче тĕрĕслеве тухать. Ятарлă график тăрăх комисси членĕсем кашни шкулах çитсе кураççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
05 июля 2008
00:00
Поделиться
;