Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

569 çемье субсиди илнĕ

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшушăн тÿлеме субсиди пани - çынсемшĕн çирĕп тĕрев. Ăна тÿлев енĕпе парăм çук, тÿлесе татассипе килĕшÿ тунă пулсан уйăраççĕ. Субсиди 6 уйăхлăха параççĕ. Ăна илме граждансем заявлени тата ытти документсене тăратаççĕ.

Районти социаллă хÿтлĕх пайне пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшушăн тÿлеме субсиди илес тĕллевпе çур çулта 614 çын пынă. Ку таранччен 569 çемьене 1625,3 пин тенкĕ парса вĕсен ыйтăвне тивĕçтернĕ. Çемье пуçне тивекен субсидин вăтам виçи – 2,86 пин тенкĕ.  



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
05 июля 2008
00:00
Поделиться
;