Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Сĕт сăвасси ÿснĕ

Ял хуçалăх предприятийĕсенче талăкра 20230 килограмм сĕт сăваççĕ. Кашни ĕне пуçне илсен, сăвăм 14,6 килогрампа танлашать. Кăтарту, пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, 2,6 килогpамм пысăкрах. Сĕте куллен 18944 килограмм сутаççĕ. Унăн таварлăхĕ - 94 процент. Кăтарту ку енĕпе те 4 процент ÿснĕ.

Кашни ĕнерен сĕт сăвассипе «Новый путь» хуçалăх малта пырать. Кунти ĕнесен продуктивлăхĕ - 25,8-шар килограмм. «Родник», Ульянов ячĕллĕ, «Витязь», «Шумшеваши» хуçалăхсенче те сăвăм районăн вăтам кăтартăвĕнчен пысăкрах. «Восход» общество кăтартăвĕсем пуринчен те япăхрах, сăвăм 4,2-шер килограмран иртмест. Районĕпе илсен, ĕнесем 1384 пуç шутланаççĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
09 июля 2008
00:00
Поделиться
;