Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çамрăк çемьесене - свидетельствăсем

2002-2010 çулсем валли палăртнă “Пурăнмалли çурт-йĕр” федераллă тĕллевлĕ программăн “Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси” хушма программипе килĕшÿллĕн çамрăк çемьесен ыйтăвĕсене  татса парассипе районта федераллă тата республика бюджечĕсенчен 6589,547 пин тенкĕ укçа килнĕ.

Июлĕн 9-мĕшĕнче район пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан  А.П.Павлова çамрăк çемьесене çурт-йĕр лартма, хваттер туянма субсиди илме савăнăçлă лару-тăрура свидетельствăсем панă. Виçĕ çемье 955 пин тенкĕлĕх ытла свидетельствăсем илнĕ. Алевтина Порфирьевна çамрăк çемьесене çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă çĕрте ăнăçу суннă. Çамрăксем район ертÿçине пысăк пулăшу панăшăн тав тунă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 июля 2008
00:00
Поделиться
;