Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кредикт илекенсен йышĕ ÿсрĕ

 

Харпăр хăй хуçалăхĕсене аталантарма тĕрлĕ кредитсем илме май пурри ял çыннин пурнăçне пысăк çăмăллăх кÿрет. Çавна май ял ĕçченĕсем “АПК аталанăвĕ” наци проектне пурнăçа кĕртсе пырса хăйсен хуçалăхĕсене аталантарма çăмăллăхлă кредитсемпе анлă усă кураççĕ. Кредитсем парас ĕç халĕ те пырать. Кăçал 6 уйăхра пурĕ 35 миллион та 124 пин тенкĕлĕх 257 çăмăллăхлă кредит панă. Россельхозбанк - 8420 пин тенкĕлĕх 64 кредитпа, Раççей сбербанкĕн уйрăмĕ 26079 пин тенкĕлĕх 188 кредитпа тивĕçтернĕ. Килти хушма хуçалăха йĕркелес тĕллевпе çăмăллăхпа усă курнисен шучĕ районта вăтамран 15,7 процентпа танлашать. Элĕк ял тăрăхĕнче пурнакансем çăмăллатнă кредитпа пуринчен ытларах усă курнă, çак кăтарту - 28,5 процент. Иккĕмĕш вырăнта - крымсарайккăсем (17,3), виççĕмĕш вырăнта - мăнвылсем (17,0).



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 июля 2008
00:00
Поделиться
;