Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Районти хуçалăхсенче

Районти хуçалăхсенче выльăх апачĕ хатĕрлессипе ĕçсем малалла пыраççĕ. Июлĕн 10-мĕшĕ тĕлне нумай çул ÿсекен курăксене 1930 гектар (35 процент) çулнă. «Новый путь», «Алмаз» хуçалăхсенче утçи вĕçленсе пырать. «Родина», «Восход» хуçалăхсенче ку ĕçе çаплах тытăнман. Сенаж 5260 тонна (80 процент) хатĕрленĕ. Ку енĕпе «Новый путь» хуçалăх малта пырать. Силос 2120 тонна (10 процент) хывнă. Ăна хатĕрлессипе «Правда», «Шумшеваши», «Витязь», «Алмаз» хуçалăхсенче ăнăçлă ĕçлеççĕ. Утă 670 тонна (13 процент) янтăланă. Утă типĕтсе преслассипе «Алмаз» общество уйрăмах ырă тĕслĕх кăтартать – пĕтĕмпе 500 тонна хатĕрленĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 июля 2008
00:00
Поделиться
;