Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кĕнекепе пуянланаççĕ

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен пĕр уйăх ытларах çеç юлчĕ. Çак тапхăрта вĕренекенсене хаклă та илемлĕ классене кĕтсе илме шкулсенче юсав  ĕçĕсене вĕçлемелле, кивелнĕ сĕтел-пукана улăштармалла, çĕнĕ оборудовани туянмалла . Вăтам шкулсен  библиотекисене пуянлатасси çине те пысăк тимлĕх уйăратпăр .«Вĕрентÿ» комплекслă программăпа килĕшÿллĕн ĕçлесе пыратпăр та паян. Акă, иртнĕ кунсенче райоти вĕрентÿ управленине шкулсене валли «Учколлектортан»  вĕрентÿ литератури  килсе çитрĕ. Экономика тата финанс вĕренĕвĕпе çыхăннă ятарлă литературă пĕтĕмпе 325 экземпляр килчĕ. Кĕçех  асăннă кĕнекесене вăтам шкулсене валеçсе паратпăр. Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленессипе шкулсенче ĕçсем пыраççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 июля 2008
00:00
Поделиться
;