Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Объектсенче пулчĕç

Иртнĕ кунсенче Элĕк районĕнче Чăваш Республикин градостроительство тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн Министрĕн çумĕ А.И.Лепилин ĕçлĕ тĕл пулупа пулчĕ. Район  администрацийĕнче ЧР Президенчĕн “ЧР автомобиль çулĕсене туса пĕтерес ĕçе хăвăрт вĕçлемелли мерăсем  çинчен” Указа епле пурнăçа кĕртсе пынипе канашлу иртрĕ. Ларăва Министр çумĕ, район пуçлăхĕ А.И.Платонов, çул-йĕр строительствипе ĕçлекен подряд организацисен ертÿçисем хутшăнчĕç. Кăçал районта 32,8 çухрăм автоçул сарма, 44 яла такăр çул çитерме палăртнă, 27 обьектра хĕрÿ ĕççи пырать.

Александр Лепилин автомобиль  çулĕсене сарас ĕçре пахалăха тĕп вырăна хумаллине тата ĕçе палăртнă вăхăтра вĕçлемеллине шута илсе тăрăшмаллине асăрхаттарчĕ.

Канашлу хыççăн А.И.Лепилин, район пуçлăхĕ  А.И.Платонов тата генеральнăй подрядчиксем çул-йĕр объекчĕсенче пулчĕç, çитменлĕхсене кĕске вăхăтрах пĕтермеллине асăрхаттарса каларĕ министр çумĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 июля 2008
00:00
Поделиться
;