Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çул хута кайнă

Чăваш Республикин Президенчĕн “ЧР автомобиль çулĕсене тăвас ĕçе вĕçлемелли мерăсем çинчен” Указне тĕпе хурса пирĕн районта та çулсем тăвас ĕç вĕçленсе пырать.

Утă уйăхĕн вун саккăрмĕшĕнче патшалăх комиссийĕ “Никольски - Етĕрне - Нурăс” - Мăн Ямаш” - Яккушкăнь автоçул çинче пулнă. “Спецстройкоммуникаци” тулли мар яваплă общество подряд организацийĕн ĕçне хакланă. Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ А. П.Павлова, градостроительство тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пай начальникĕ Л. Н. Яскова, районти çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн начальникĕ А. К. Федоров тата ытти яваплă çынсем асăннă çул хута кайма хатĕррине палăртнă. Çула савăнăçлă лару-тăрура уçнă. 1,530 çухрăма тăсăлакан асфальт сарни уйрăмах Яккушкăнь ялĕнче пурăнакансен кăмăлне çĕкленĕ. Малашне вĕсем пĕр чăрмавсăрах палăртнă вырăна çитме пултараççĕ. Ку чухне яла строительство материалĕсем кÿрсе килесси те, транспортпа кĕрсе тухасси те чăрмав пулмалла мар.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
23 июля 2008
00:00
Поделиться
;