Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Нумай ачаллисен йышĕ ÿсет

Нумай ачаллисен йышĕ ÿсет

2008 çулăн пĕрремĕш çурринче районти ЗАГС пайĕ ача çуралнине çирĕплетекен 78 акт çырнă.  Ача çуралнă пĕтĕмĕшле йышран 24 çемьере пĕрремĕш ача кун çути курнă. 28 çемьере  иккĕмĕш пепке, 15 çемьере - виççĕмĕш пепке, 6 çемьере тăваттăмĕш пепке çут тĕнчене килнĕ. ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем тăватă çемьере пиллĕкĕмĕш ача çуралнине регистрациленĕ. Çемьесенче ачасен йышĕ ÿсни савăнтарать. Мĕншĕн тесен вĕсенче – çĕр-шыв, республика, район аталанăвĕ. Вĕсенче – пирĕн пуласлăх.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
23 июля 2008
00:00
Поделиться
;