Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Комбайнсене – юсавлисен ретне

Уй-хирте тырă пиçсе çитиччен вăхăт нумай юлмарĕ. Тулли те вăрăм пучахлă ырашпа кĕрхи тулă пуссисем ĕçчен алăллă комбайнерсене кĕтсе лараççĕ ĕнтĕ. Тыр-пула вăхăтра, тăкаксăр пухса кĕртесси паян техникăна хĕрÿ ĕççине мĕнле хатĕрленнинчен нумай килет. Çавна лайăх ăнланаççĕ “Новый путь” хуçалăх, “Алмаз”, “Витязь”, “Правда”, “Озерная” общество ертÿçисем. Асăннă хуçалăхсенче “уй-хир карапĕсене” ĕçе хатĕрлессипе лайăх тимлеççĕ. Паянхи куна илсен, районти комбайнсен 77 проценчĕ юсавлă. Кăçалхи вырмара районĕпе 9628 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртмелле. “Витязь” общество “Дон-1500” комбайн, Журавлев фермер хуçалăхĕ “Полесье” комбайн туяннă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 июля 2008
00:00
Поделиться
;