Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Шкулсем ачасене кĕтеççĕ

Кăçал районти вĕрентÿ учрежденийĕсем юсав ĕçĕсене пуш уйăхĕнчех пикенчĕç те, çу варринче вĕсем ачасене йышăнма хатĕрленсе те çитрĕç. Шкулсен çурчĕсене, вĕренÿ кабинечĕсене, спорт залĕсене, мастерскойсене юсанă, халĕ вĕсем питĕ илемлĕ те илĕртÿллĕ курăнаççĕ, хăйсем патне туртаççĕ. Пушар хăрушлăхне сирессипе чылай ĕçсем пурнăçланă. Акă, Юнтапа шкулĕнче çынсене вут-çулăмран асăрхаттаракан сасă паракан системăна вырнаçтарнă, Ураскилт, Шĕмшеш, Тавăт шкулĕсенче чартаксене çулăмран пÿлмелли шĕвексемпе сирпĕтсе тухнă, çулăм сирмелли хатĕрсене (огнетушительсене) çителĕклĕ янтăланă, кĕтмен инкек сиксе тухас пулсан, ачасене хăвăрт çăлса куçармалли плансене çĕнетнĕ. Шкул çумĕнчи çĕр лаптăкĕсене тасатса тирпейлесех тăраççĕ. Вĕренÿ учрежденийĕсемпе ача-пăча сачĕсенче паян чечексем ешереççĕ, хитре кану вырăнĕсем тунă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 июля 2008
00:00
Поделиться
;