Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чиркÿ пулăшу кĕтет

Элĕк сали варринче çĕнĕ чиркÿ çĕклес ĕçсем пысăк вăй илнĕччĕ. Пĕр тапхăр кунти ĕçсем, темшĕнке, курăнма пăрахрĕç. Мĕншĕн-ха; Ыйтăва чиркÿ настоятелĕ Виктор иерей çапла хуравларĕ:- Çĕнĕ чиркĕве çĕклес ĕçсем пĕртте чарăнман. Никĕсне аванах хыврăмăр, строительство материалĕсене кÿрсех тăратпăр. Кĕçех стенисене хăпартма пуçăнмалла. Темиçе рет кирпĕч хурса тухатпăр, унтан вара чиркĕве йывăç пĕренесемпе çĕклĕпĕр.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе чиркÿ çуртне тумашкăн сăвап туса пĕрремĕш кирпĕч хумалла. Ку ырă йăлана пурнăçламашкăн Шупашкар тата Чăваш епархийĕнчен Савватий архиерей килет. Çапла сăвап тунă хыççăн чиркÿ çуртне çĕклес ĕçсем татах та пысăк хăват илĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
02 августа 2008
00:00
Поделиться
;