Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Казначейство ĕçĕ-лайăх та пахалăхлă

Федераци казначействин Чăваш Республикипе ĕçлекен упрвленийĕ иккĕмĕш кварталти ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Казначействăн Элĕк районĕнчи уйрăмĕ иртнĕ квартала ăнăçлă вĕçленине палăртнă. Акă, ака-çĕртме уйăхсенче Элĕк казначейĕсем мĕн палăртнине пĕтĕмпех пахалăхлă пурнăçланă,  çавăншăн вĕсен ĕçне 100 баллпа хакланă. Çак тапхăрта ĕçре ÿсĕмсем тунăшăн П. Ефремов  специалист-эксперт район администрациăĕн Хисеп грамотипе чысланă. Куншăн казначействăн районти уйрăмĕ 3 балл илнĕ. Экономика ыйтăвĕсемпе канашлусемпе семинарсем ирттернĕшĕн пирĕн казначейсен ĕçне 5 баллпа хакланă. Çапла вара, иккĕмĕш кварталти ĕç кăтартăвĕсем тăрăх казначействăн пирĕн районти уйрăмĕ пурĕ 108 балл пухнă, республикăра виççĕмĕш вырăн йышăннă.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
02 августа 2008
00:00
Поделиться
;