Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Фестивальтен дипломпа таврăннă

Августăн 1-2-мĕшĕсенче Богородск хулинче Пĕтĕм Раççейри фольклор коллективĕсен «Хрусталь çăраççи» фестиваль-конкурс иртнĕ. Унта республикăри чи лайăх фольклор коллективĕсенчен пĕри - «Валинке» ансамбль хутшăннă. Фестиваль 28 коллектива пуçтарнă. Элĕксем тури чăвашсен туй юррийĕсемпе халăх умне тухнă, çавăн пекех хăна юррисене юрланă. Жюри «Валинке» пултарулăхне пысăк хак панă. Элĕксем фестиваль-конкурсра иккĕмĕш степенлĕ диплома тивĕçнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
06 августа 2008
00:00
Поделиться
;