Пĕчĕк бизнеспа ĕçлеççĕ
Районта кĕçĕн тата вăтам сыпăкри предпринимательсен кунĕ иртнĕ.
Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн районта 51 пĕчĕк предприяти ĕçленĕ, çав шутран 10-шĕ - хресчен-фермер хуçалăхĕсем. Вĕсенче халĕ ĕçлеме пултаракансен 10,4 проценчĕ вăй хурать. Пĕчĕк бизнесра паян 1084 çын тăрăшать, çавăнтан 307-шĕ харпăр хăй предприниматель ĕçĕпе пурăнать. Тĕрĕссипе илсен, ытларахăшĕ Элĕк районĕнчи предпринимательсенчен ял хуçалăхĕнче вăй хураççĕ – 40,5 процент, суту-илÿпе общество апатланăвĕнче – 11,7, строительствăра – 3,3, транспортпа çыхăнура – 6,7, ытти предприятисенче 37,8 процент. Кăçал вĕсем район бюджетне налук шучĕпе 2,05 миллион тенкĕ укçа хывнă. Семинарта пĕчĕк бизнесăн çур çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ, Чăваш Республикинче пĕчĕк предпринимательсене патшалăх енчен пулăшмалли майсене пăхса тухнă.