Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çул хыççăн çул

 Районта «Никольски-Етĕрне-Калинино» - Мăн Ямаш – Выл Пасар, «Шупашкар – Сăр» - Кивкас (ку трасса Кивкас ял пуçне çитмелле) автоçулсем тăвас ĕçсем пыраççĕ. Кивкас патĕнче 380 метр чухлĕ çул хывмалла, кунта халĕ «Волгастроймонтаж» организаци ĕçлет. «Волгадорстрой» уçă акционерлă общество Выл Пасар ялне çитмелли çула хăпартса хытарать, тăршшĕ – 1100 метр. Хальхи вăхăтра çак объектсенче тăпра хăпартса пыраççĕ, хăйăрпа вак чул турттараççĕ.  Строительсем шантарнă тăрăх, çĕнĕ çулсене кăçалах хута ямалла. Мĕнех, шаннине кĕтме пулатех: çапла тума ЧР Президенчĕн автоçулсене тăвас ĕçе  хăвăртлатасси  пирки кăларнă Указĕ те хистемест мар-и-ха ĕнтĕ?



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
09 августа 2008
00:00
Поделиться
;