Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Автопарксем çĕнелеççĕ

Вырма ĕçĕсем пуçланчĕç. Вĕсен ăнăçлăхне, палах, ял хуçалăх предприятийĕсенчи автопаркри техника татса парать. Çак кунсенче района 12 миллион ытла тенкĕлĕх çĕнĕ техника килсе çитрĕ. “Правда” акционерлă общество лизингпа “Дон-1500” çĕнĕ комбайн туяннă. “Партнер” ял хуçалăх кооперативĕнчи машина-трактор паркĕ тĕш тырă пухса кĕртмелли  “Вектор” комбайнпа пуянланнă. “Журавлев” хресчен-фермер хуçалăхĕ тырă пухса кĕртмелли “Полесье” комбайн сутăн илнĕ, çавăн пекех çĕр улми пухса кĕртмелли “Гримме” комбайн туяннă. Çулталăк пуçланнăранпа район 40 миллион тенкĕлĕх ял хуçалăх техники илнĕ. Ку чухнехи  пысăк технологиллĕ техника нумайрах ĕç пурнăçлама, çунтармалли-сĕрмелли япаласене перекетлеме май парать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
09 августа 2008
00:00
Поделиться
;