Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Мускавсене Тени кÿлли интереслентерет

Çак кунсенче Тение 18 çынран тăракан экспедици килсе çитрĕ. Вĕсем Раççей Федерацийĕн культурăпа массăллă коммуникаци министерствин, культурăпа кинематографин федераллă агентствин, Д.С.Лихачев ячĕллĕ Раççей  вĕренÿпе тĕпчев институчĕн ĕçченĕсем. Экспедици Тени кÿллине тĕпчеме килнĕ. Вĕсем кÿлĕри шывăн хими тата физика составне тĕрĕслеççĕ. Тĕпчевçĕсен çулĕ самай вăрăм - Самара хулинчен пуçласа Хура тинĕс таранах. Экспедицие Мускав, Санкт-Петербург хулисен тата Тайландпа Америка тĕпчевçисем кĕреççĕ.

Эренар ял старости Ярослав Павлов хăнасене тивĕçлĕ кĕтсе илчĕ. Тени кÿлли тасалăхĕпе Раççейре пĕрремĕш вырăн йышăнасса шанатпăр. Хальлĕхе вăл Чăваш Республикинче виççĕмĕш вырăнта.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
09 августа 2008
00:00
Поделиться
;