Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çемье – пурнăç тĕрекĕ

Çемье вăл яланах общество никĕсĕ, этемлĕхĕн чи хаклă ырлăхĕ пулнă, çапла пулать те, малашне те çапла пулĕ. Палах, çемье обществăра пуринчен те хакли шутланать, çавăнпа та обществăн ăна çирĕплетсе те пулăшса пымалла. 2008 çул Çемье çулталăкĕ пулнине палăртса хăвармалла. Район администрацийĕн ЗАГС пайĕ пĕлтернĕ тăрăх,  паянхи куна 50 çĕнĕ çемьене регистрациленĕ. 90  çын пуçласа мăшăрланнă, вĕсенчен 46-шĕ арçынсем, 44-шĕ – хĕрарăмсем. 2 çын 18 çула çитичченех хăйсен шăпине Гименей тĕввипе çыхăнтарма шутланă. Тĕпрен илсен, хăрарăмсем 18-24 –çулсене çитсен качча тухаççĕ. Иртнĕ çул вара 25-34 çулсенчисем мăшăрланнă. Çамрăксем çемье çавăрса телейлĕ пулма ĕмĕтленеççĕ. Палах, ĕмĕчĕсем кашнин пурнăçа кĕччĕр.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 августа 2008
00:00
Поделиться
;