Хушма хуçалăхсене - çăмăллатнă кредитсем
Ял тăрăхĕсенче пурăнакансем “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн харпăр хăй хушма хуçалăхне тытса тăрас тĕллевпе çăмăллатнă кредитсемпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. Ял çыннисене кредит уйăрса парасси сарăлсах пырать. Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 303 çăмăллатнă кредит (42 миллион та 994 пин тенкĕлĕх) панă. Наци проектне пурнăçа кĕртме тытăннăранпа вара ку енĕпе 1444 кредит (183769 пин тенкĕлĕх) илнĕ. Ку вăл харпăр хăй хушма хуçалăхĕсен 16,2 проценчĕ пулать.Кивçен укçа илекенсем ытларах Элĕк (29,4 процент), Крымсарайккă (19,1 процент), Мăн Вылă (17,2 процент), Тени (16,5 процент) ял тăрăхĕсенче шутланаççĕ.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета