Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕнĕ çемье – чăн-чăн телей

 Ача-пăча çулталăкĕнче тăлăха тăрса юлнă ачасен ыйтăвĕ чи çивĕччи пулса тăрать. Шел пулин те, пурнăçра ăнман ачасен йышĕ  çултан çулах ÿссе пырать:  вĕсен черченкĕ ачалăхĕ чылай чух тăлăххисен çурчĕсенче иртет. Унти пурнăç - хурлăхлă пĕчченлĕх çеç мар, кунсеренхи пĕр евĕрлĕ тунсăх та. Çапах ашшĕ-амăшне кĕтсе асамлă пулăм çитесси çинчен  те ĕмĕтленеççĕ-çке вĕсем. Ĕмĕтленни çаврăнса килетех, иккен. Акă, Шупашкарти ача-пăча çуртĕнчи пĕчĕкçĕ Даниилăн чăнласах асамçă тупăннă. Вунă уйăхрискерне çак çуртра ĕçлекенсем хăйсен ытамне çупăрласа илнĕ. Асăннă учреждени директорĕ М. Ф. Задворнова пепкене çĕнĕ ашшĕпе амăшне тупса парас тесе сахал мар тăрăшнă. Тупăннă та вĕсем,  çĕнĕ ашшĕпе амăшĕ, кусем – Элĕк салинчи Радиславпа Наталия Николавсем.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 августа 2008
00:00
Поделиться
;