Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хушма хуçалăхсем çирĕпленеççĕ

Çурла уйăхĕн  1-мĕшĕ тĕлне харпăр хăй хушма хуçалăхĕнче 11221  ĕне выльăх шутланнă, çакă пĕлтĕрхи 8 уйăхринчен 4,5 процент нумайрах. Кăçалхи 7 уйăхра килти хуçалăхсем 1379,4 тонна аш-какай, 12367,8 тонна сĕт, 2189,6 пин  штук çăмарта туса илнĕ.

“АПК аталанăвĕ” наци  проекчĕпе килĕшÿллĕн кăçал 303 çăмăллатнă кредит (42 миллион та 994 пин тенкĕлĕх) панă. Раççей Перекет банкĕн уйрăмĕ 222 кредитпа (31949 пин тенкĕлĕх) тивĕçтернĕ. Раççей Ял хуçалăх банкĕ урлă 76 кредит (10420 пин тенкĕлĕх) илнĕ.

Наци проектне пурнăçа кĕртме тытăннăранпа пурĕ 1444 кредит (183769 пин тенкĕлĕх) панă. Ку вăл харпăр хăй хушма хуçалăхĕсен 16,2 проценчĕ пулать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 августа 2008
00:00
Поделиться
;