Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕçлерĕç те, канчĕç те

Çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасен канăвне йĕркелесси, сывлăхĕсене çирĕплетме пулăшасси тата вăхăтлăха  ĕçпе тивĕçтересси çине шкул çумĕнчи лагерьсем пысăк тимлĕх уйăрчĕç. Кăçал вĕренÿ учрежденисем çумĕнчи лагерьсене 1220 вĕренекен çÿрерĕ. Сывлăха çирĕплетме пулăшакан 13 лагерьте 919 ача канчĕç пулсан, профиллĕ тăватă лагерьте 44 вĕренекен пулчĕç. Ĕçпе канăва вара тăхăр шкулти 257 ача пĕркилтерсе пычĕç. Вĕрентÿ учрежденисем çумĕнчи лагерьсенчи вĕрентекенсемпе воспитательсем ачасен кану вăхăтне ăс-хакăла аталантаракан, тавра курăма ÿстерекен вăйă-хусканусемпе  пуянлатрĕç, профилактика мероприятийĕсем ирттерчĕç. Çавăн пекех çĕр лаптăкĕсем çинче ĕçлерĕç, шкулта юсав ĕçĕсем турĕç. Ачасен çуллахи канăвне йĕркелеме вырăнти бюджетран 250 пин тенкĕ укçа уйăрнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 августа 2008
00:00
Поделиться
;