Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Культура министрĕ – районта

ЧР Призиденчĕн Н Федоровăн «Чăваш Республикинче ялти культура учрежденийĕсене  аталантарас енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн, республикăра тĕслĕхлĕ культура учрежденийĕсем уçас ĕç пырать. Виçĕ çулта унашкал ята республикăри икçĕр ытла клубпа культура çурчĕ тивĕçĕ. Культура учрежденийĕсене тĕслĕхлĕ пулма хатĕрлес ĕç Элĕк районĕнче мĕнле пырать-ха? Çак ыйтупа интересленнĕ те иртнĕ эрнере пирĕн районта пулнă чух  Чăваш Республикин культура, национальноç ĕçĕсен, информаци политики  тата архив ĕçĕсен министрĕ Р Лизакова. Вăл Юнтапа культура çурчĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, кирлĕ сĕнÿсем панă. «Ялта культурăна аталантармалла, пултарулăха çĕклемелле. Çакна вырăнти вăйпа тумалла», - тенĕ вăл.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 августа 2008
00:00
Поделиться
;