Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Усрава илнĕ çемьесем хушăнаççĕ

Ачасем – пирĕн пуласлăх. Çавăнпа вĕсем лайăх ÿсчĕр, аталанччĕр, лайăх условисенче воспитани илччĕр, ашшĕ-амăшĕн ăшшине туйччăр тесе тăрăшмалла. Çав вăхăтрах çывăх çыннисем пур çинчех тăлăх ачасен шучĕ ÿссе пыни палăрать. Пирĕн районта вара ачасене усрава илнĕ çемьесем сахал мар. Иртнĕ çичĕ уйăхра малтанхи 14 çемье çумне тата 5 хушăнчĕç. 19 çемьере 1-14 çулсенчи 33 ача кил ăшши тупрĕç. Районти опекăпа попечитедьство органĕ ачасене усрава тивĕçлĕ çынсене парассипе тимлет. Ачасен сывлăхĕшĕн тăрăшасси, вĕсене воспитани парасси, вĕрентесси, лайăх условисем туса парасси – тĕп вырăнта. 


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 августа 2008
00:00
Поделиться
;