Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ял хуçалăх потребкооперативĕсем вăй илеççĕ

Ял халăхне ĕçпе тивĕçтерес, харпăр хăй хушма хуçалăхĕнчи продукципе чĕр тавара тавар çаврăнăшне ытларах та ытларах хутшăнтарас тĕллевпе районта ял хуçалăх потребительство кооперативĕсем йĕркеленеççĕ. Хальхи вăхăтра кунашкал 8 кооператив ĕçлет. «Элĕк-Килĕшÿ» кредит кооперативĕ ултă уйăхра кивçен ÿкçа памалли (109 килĕшÿ) (9 миллион ытла тенкĕлĕх)  тунă. «Элĕк-Сĕт» тата «Партнер» кооперативсем халăхран сĕт  пухассипе ĕçлеççĕ. «Элĕк-Сĕт» пĕрремĕш çур çулта 19475,5 центнер сĕт пухнă, хăйсем туса кăларнă тавара 166 миллион тенкĕлĕх ăсатнă. «Партнер» кооператив Шупашкарти тĕп пасарта суту-илÿ павильонне уçнă. Элĕксем хăйсен продукцине хула çыннисене хаваспах сутаççĕ.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
23 августа 2008
00:00
Поделиться
;