Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Депутат йышăну йĕркеленĕ

Пирĕн районта Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ,  Федерацин “Росспиртпром” унитарлă предприятин “Етĕрнери спирт завочĕ” филиалĕн директорĕ В.А.Морозов ĕçлĕ визитпа пулнă.Виктор Александрович унтан “Пĕрлĕхлĕ Раççей” партин обществăлла приемнăйĕнче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă. Депутатран ыйтусене урăхла майпа татса пама пултарайманнипе хăшкăлса çитнисем пулăшу ыйтма пынă. В.А.Морозовран 7 çын, çав шутран 3 пенсионер пулăшу ыйтнă. Тĕпрен илсен, граждансем пурăнмалли çурт-йĕр, çĕр тата коммуналлă тивĕçтерÿ, урамсенчи тирпей-илем ыйтăвĕсене хускатнă. Ку ыйтусем тавра  çивĕч калаçу пулнă, депутат вĕсене тĕплĕн ăнлантарса панă. Хальхи вăхăтра депутатăн обществăлла приемнăйĕнче кашни ыйтупах  тивĕçлĕ службăсене запроссем ярса парассипе ĕçлеççĕ.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 августа 2008
00:00
Поделиться
;