Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Элĕксен опычĕпе паллашнă

Нумаях пулмасть районта РФ тата ЧР Президенчĕсен гранчĕсене тивĕçнĕ педагог-çĕнтерÿçĕсен мастер-класĕсем иртнĕ. Çак грантсене педагогсемВĕрентÿ” наци проектне хутшăнса çĕнсе  илнĕ.

Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ шкул Хĕрлĕ Чутай районĕнчи ĕçтешĕсене йышăннă. Мастер-класра Элĕкри шкул директорĕн çумĕ, историпе обществознани учителĕ В.К.Волков,  çак шкулти историпе географи вĕрентекен Э.К.Волков, Вырăс Сурăмĕнчи чăваш чĕлхипе литература учителĕ З.И.Леонтьева хăйсен опычĕпе паллаштарнă. Шкул-миллионçăсем  çак темăсемпе презентаци тунă: “Сывлăх шкулĕ - пуласлăх шкулĕ” ( Тавăт шкулĕ), «Шкулти информаци уçлăхĕ» (Элĕк шкулĕ). Тĕл пулу пуриншĕн те усăллă иртнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 августа 2008
00:00
Поделиться
;