Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ветерансене чысларĕç

Аллă кун, 1943 çулхи июлĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа августăн 23-мĕшĕччен, пынă Курск çапăçăвĕ. Вăл иккĕмĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче чи палли шутланать. Хаяр çапăçусене Элĕк Ен çыннисем те сахал мар хутшăннă. Нумайăшĕ унăн вут-çулăмĕнчен тухайман, теприсем тăван килĕсене таврăннă, анчах паянхи куна пурăнса çитеймен. Халĕ районта  çапăçусене хутшăннă 9 ветеран пурăнать. Кусем – А.Е.Егоров (Кĕçĕн Тăван),  С.Е.Егоров (Сурăмпуç Шĕмшеш), К.И.Иванов (Энехмет), Г.К.Куприянов (Мартынкасси), Д.А.Михайлов (Элĕк), А.Н.Обаков (Элĕк), А.Т.Трофимов (Изванка), И.Ф.Федоров (Тавăт), Е.С.Федорова (Элĕк). Курск çапăçăвне хутшăннисемпе тĕл пулу иртрĕ. Район пуçлăхĕ А.Платонов, социаллă хÿтлĕх пайĕн  начальникĕ Г.Григорьева пухăннисене  тав сăмахĕсем каларĕç.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 августа 2008
00:00
Поделиться
;