Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Шар курнисене – пулăшу

“Пĕрлĕхлĕ Раççей” партин пирĕн районти обществăлла приемнăйĕ Кăнтăр Осетире инкек тÿснисене пулăшма укçа-тенкĕ, япаласем пухассине малалла та йĕркелесе пырать. Ку таранччен пурĕ 30610 тенкĕ пухнă. Ыркăмăллăх фондне район администрацийĕ 21 пин тенкĕ, “Аликовское” ТИ унитарлă предприяти - 1500, Федераци казначействин районти уйрăмĕ - 1960, Элĕкри тĕп больница тата çамрăксен организацийĕ - 2000-шер, райадминистрацин финанс пайĕ 1900 тенкĕ хывнă. Атă-пушмак, çиелти çи-пуç, ăшă япаласем 250 килограмм пухнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 августа 2008
00:00
Поделиться
;