Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Успени чиркĕвĕн уявĕ

Çурла уйăхĕн 28-мĕшĕнчи кĕçнерни кун Элĕк салинчи Таса Турамăшĕ Успени чиркĕвĕ  хăйĕн уявне паллă турĕ. Ăна 1744 çулта уçнă. Таса Турамăшĕ салари чиркĕве çавăнтанпах савап парса тăрать. Успении уявĕ хăватлă кĕлĕсем вуланипе, хор юрланипе пуçланчĕ. Килекенсем престол праçникĕ ячĕпе çуртасем çутса лартаççĕ. Чиркÿ настоятелĕ Виктор иерей кĕлĕ вуланă хыççăн вилнисене асăнчĕç, çылăхсене каçарттарчĕç. Виктор иерейпа Асакасси чиркĕвĕн настоятелĕ Александр атте хĕресе сăвапласа çутатаççĕ те унпа праçнике килнисене сăвап тăваççĕ. Кĕçех пурте хунар çутса, хĕрессемпе элемсем тата турăшсем йăтса чиркÿ тавра утса çаврăнаççĕ те Таса Турамăшĕн турăшĕ айĕпе Турă çуртне кĕреççĕ. Виктор иерей пурне те Успени кунĕ ячăпе саламларĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 августа 2008
00:00
Поделиться
;