Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ял çынни патне - концертпа

Вырма - хĕрÿ вăхăт. Ял çыннишĕн иртен пуçласа сĕм тĕттĕмчченех канăç çук: уйри улăма пуçтарса тирпейлемелле, е йĕтем çинчи тырра типĕтсе кĕлете кĕртмелле. Çавна май кану пирки шутлаймăн та. Элĕкри культура керменĕнче ĕçлекенсем вара ĕççинче вăй хуракансене кичемлĕхе кĕртсе ÿкересшĕн мар, çавăнпах ĕнтĕ “Пучах” агитбригада йĕркеленĕ. Концерт программине тĕрлĕ юрă-кĕвĕ кĕртнĕ, шÿтсем те пур. Артистсем августăн 26-мĕшĕнче пĕрремĕш хут çула тухнă. “Витязь” общество ĕçченĕсем умĕнче концерт кăтартнă. Ял çыннисене концерт программи килĕшнĕ, тав сăмахĕ каланă. “Пучах” агитбригада  çитес кунсенче ытти хуçалăхсенче те çĕнĕ программăпа пуласшăн, хĕрÿ тапхăрта ĕçлекенсене савăк кăмăл парнелесшĕн.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 августа 2008
00:00
Поделиться
;